Çĕнĕ кĕнекесем ярăмран (Трехизб-Шемуршинская с/б)

Савăнатăп вулав çурчĕ çĕнĕ кĕнекесемпе пуянлансан . Хальхи сиенлĕ тапхăрта нумай çыншăн кĕнеке- чун апачĕ пулса тăрать. Çамрăк авторсемпе, çĕнĕ хайлавсемпе паллашса вулакансен тавракурамĕ пуянланать. Е паллă çыравçăсен, пирĕнĕшĕн вĕсем бестселлер пекех, çĕнĕрен пичетлесе кăларнине алла илсен, тахçанах палланă çывăх çынсемпе тĕл пулнăн туйăнать.
Сирĕн умра Валентина Тарават калăпланă «Манăн эсĕ пур» калавсемпе сăвăсен пуххи.Мĕнпе тыткăнларĕ- ха ку кĕнеке вулакансене? Унăн авторĕ Игнатьева Валентина Николаевна (Валентина Тарават) кÿршĕллĕ Тутарстанри Турхан Упи ялĕнчи Музыкантосен йышлă та пултаруллă çемйинче çуралса ÿснĕ. Хăйĕн шăллĕ РФ Тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ
«Сувар» ансамблĕн ертÿçи Анатолий Музыкантов пекех, Валентина Николаевна пурнăçне культурăпа çыхăнтарнă. Çырас хастарлăхĕ те пысăк.
Çÿлерех асăннă кĕнекере çыравçă хăйĕн пурнăçĕнчи самантсене асра юлмалла сăнласа кăтартать. Пĕр тытсан кĕнекене алран ярас килмест.Ансат чĕлхепе шăрçаланă калавсем, сăвăсем кĕвве хывнăн юхса пыраççĕ.Акă тăван ял çичен, Тутарстан çинчен е пĕртăван çинчен…
Ачасем валли тăван чĕлхепе тата вырăсла куçарнă «Асанне патĕнче хăнара» (В гостях у бабушки) каласем, илемлĕ укерчĕксемпе илĕртеççĕ. Геройĕсем çынсене хисеплеме, çут çанталăка упрама, пурнăçа юратма вĕрентеççĕ.
12:33
МБУК "Централизованная библиотечная система" Шемуршинского района Чувашской Республики