Кивĕ Чукал ялĕн хавалĕ - кăҫатă йăвалассине малашне те тасса ҫамрăксене вĕрĕнтсе хăварасси (Старочукальская с/б)

Кивĕ Чукалта мĕн ĕлĕкрен асаттесемпе кукаҫисем кăҫатă йăваланă. Чукал халăхĕ хальхи вăхăтра та кăҫатӑ йăвалас йăла-йĕркине пăрахмасть. Шел, кăҫатă ăстисен шучĕ чылай чакре ĕнте. Арҫынсемпе пĕрле кăҫатӑ йăвалама тата сарма хăш – пĕр хĕрарăм та ӳркенсе тăмасть. Ир – ирех тăрса кăҫатă йăвалакансем хăйсен таварне пасара сутма тухса ҫуреҫҫĕ. Район ҫыннисемпе хăнасем пасарта ытларах Чукалсен кăҫаттисене туянасшăн, мĕншен тесессĕн вĕсен урана тăхăнмалли картинка ҫинчи пек илемлĕ, ăшă тата чăтăмлă.
Владимир Николаевич Денисов (1956 – мĕш ҫулхи) Кивĕ Чукалта ҫуралса ӳснĕ. Вăл мĕн ачаран кăҫатă йăваланă. Каласа панă тăрăх, Владимир Николаевича хресна ашшĕ Алексей Григорьевич Борзов ҫак ĕҫе вĕрентне. Ҫамрăк чухне Пушкăрт республикинче, Куйбышев облаҫне, Чăваш республикин Патăрьел, Шăмăршă, Улатăр районĕсенче кăҫатă туса ҫӳрене. Юлашки вăхăтра кильте кăҫатӑ йăвалать. 50 ҫул юратнă ĕҫĕпе вăхăтне ирттерет Владимир Николаевич.
Хальхи вăхăтри Кивĕ Чукалти кăҫатă ăстисене асăнса хăварас килеть:
Малеев Виктор Васильевич
Васюхин Федор Алексеевич
Захаров Радик Федорович
Мишкин Вячеслав Филиппович
Ильдяков Петр Федорович
Крылов Владимир Петрович
Малеев Николай Петрович
Карзанов Анатолий Геннадьевич
Лубошнов Иван Петрович
Денисов Виктор Петрович
Малеев Федор Васильевич
Малеев Николай Васильевич
Савельев Василий Николаевич
Денисов Владимир Николаевич
Мандрюков Виктор Николаевич
Малеев Леонид Николаевич
Кувайский Николай Пантелеевич
Крикин Лазарь Степанович
Кувайский Анатолий Пантелеевич
Иванпа Елена Мандрюковсем
Валерипе Ирина Чурбановсем
Денисов Константин Павлович
Кивĕ Чукал ялĕн хавалĕ - кăҫатă йăвалассине малашне те тасса ҫамрăксене вĕрĕнтсе хăварасси.
12:05
МБУК "Централизованная библиотечная система" Шемуршинского района Чувашской Республики