Çу кунĕнчи кĕнеке сукмакĕ (Старочукальская с/б)

Çуллахи кану вăхăтĕнче те Кивĕ Чукалти вулавӑшра ачасем валли тĕрлĕ мероприятисем йĕркеллеҁҁĕ. Сăмахран, библиотекăн ача-пăча пайĕнче çитĕнекен ăрăва каникул вăхăтĕнче кирлĕ литература вулама сĕнекен «Класс тулашĕнчи вулав» выставка хатĕрленĕ.
Вăл икĕ пайран тăрать. «Кĕнеке страници çинчи хĕвел» пайра шăпăрлансем тĕрлĕ енлĕ литературăпа - вырăс тата чикĕ леш енчи классиксен произведенийĕсемпе, бестселлерсемпе, фантастикăпа тата ыттипе те - паллашма пултараççĕ.
«Çу кунĕнчи кĕнеке сукмакĕпе» пайра шкул программипе вуламалли литература вырăн тупнă.
14:47
МБУК "Централизованная библиотечная система" Шемуршинского района Чувашской Республики