Онлайн-обзор из цикла «Учителя - фронтовики» (Трехизб-Шемуршинская с/б)

Поликарпова Ольга Афанасьевна(19.01.1922- 18.07.2007г.г.)
Родилась в с. Чепкас- Никольское Шемуршинского района Чувашской Республики. Окончила Батыревское педучилище. Была направлена в Больше- Буяновскую школу. В 1940 г. перевели в Трехизб- Шемуршинскую семилетнюю школу.
39 лет водила детей в страну знаний в этой школе. Недаром ее ученики называли Ольгу Афанасьевну « второй мамой».
Много сил отдала общественной работе, активно участвовала во всех мероприятиях села. Выйдя на заслуженный отдых, принимала участие в художественной самодеятельности.
Родина высоко оценила ее труд, наградив: медалями « За доблестный труд в Великой Отечественной войне 1941-1945г.г.», « За доблестный труд в ознаменовании 100- летия со дня рождения В.И. Ленина», "Ветеран труда».
Вот ее воспоминания о работе в школе во время Великой Отечественной войны«1940 çулта эпĕ Виçпÿрт шкулне ĕçлеме килнĕ.Пĕр çул ĕçлесен 1941 çулта июньте Шупашкара усовершенствовании курсне ячĕç.Июнĕн 22 мĕшĕнче виçĕ урок иртсен вăрçă пуçланни çичен пĕлтерчĕç.Урăх уроксем пулмарĕç.Хĕрлĕ площаде радиопа Молтов калаçнине итлеме кайрăмăр. Курс саланса кайрĕ. Киле килме тухрăмăр. Шупашкартан Канаша поездпа килтĕмĕр. Вăрçă мĕнле хăрушши кунта палăрчĕ. Канашра фронта ăсатаççĕ: йĕреççĕ, юрлаççĕ, ташлакансем те пур…
Ун чухне вăрçă нумая пырасса шутламанччĕ, тăватă çула тăсăлчĕ вăрçă.Арçын учительсене Падиаров Н.С. , Шарушкин А.А вăрçа илсе кайрĕç.Çав çулах çамрăк учительсем Чекушкина Н.Т., Бочурин М.И., Алексеев Н.А. килчĕç. Пĕрер çул ĕçлесен вĕсене те çара илчĕç. Тихонов Н.М. директора та çара илчĕç.Вара директор Бородов А.Н. пулчĕ.Чи йывăр виçĕ çул шкула ертсе пычĕ.
Вăрçă вăхăтĕнче те шкул ĕçлеме чарăнман, ачасем вĕреннĕ.Хутман классенче ларнă, çимелли пулман. Вăйпитти арçынсем çуккипе ачасемпе хĕрарăмсене йывăр лекрĕ.Ачасем учительсемпе пĕрле тырпул пуçтарма çÿренĕ, çĕрулми кăларнă. Ун чухне пĕр пĕрчĕ пучаха та хирте вырттарса хăварман.Ачасем шкул хыççăн пир сумккисенчен шкул кĕнекисене кăларса хире пучах пуçтарма кайнă.
Чи йывăр çул 1944 çул пулчĕ.Тырпул пулмарĕ, çынсем питĕ йывăрлăх тÿсрĕç.Шкулăн пĕр участок пурччĕ: тулă, вир акатчĕç.Ăна шкул ачисемпе учительсем хăйсен вăйĕсемпе пуçтарса кĕртетчĕс.Хĕлле вара шкулта кунне пĕрре вĕри апат çитеретчĕç.
1945 çула çитрĕмĕр. Çĕнтерÿ çывхарать.Ялта никамăн та радио çÿкчĕ.Вăрçă чарăннине Шăмăршăран пĕлтернĕ.1945çул, майăн 9 мĕшĕ- хĕвеллĕ те ăшă кунччĕ.Ирхине ачасемпе учительсем пурте шкула пуçтарăннă.Вăл кун занятисем пулмарĕç.Ачасем площадкăра хаваслăн вылярĕç.Учительсем çураки тăвакансем патне хыпар пĕлтерме саланчĕç.Ун чухне колхозра 4 бригадăччĕ.Кашни бригадăна çитсе вăрçă пĕтнĕ хыпара пĕлтерчĕç. Хĕрарăмсем, камăн упăшки вăрçăра пуç хунă йĕреççĕ, сыввисен савăнаççĕ, юрлаççĕ.»
11:45
МБУК "Централизованная библиотечная система" Шемуршинского муниципального округа Чувашской Республики