И.Я.Яковлева халалласа "Год педагога и наставника" выставка хатĕрленĕ (Асановская с/б)

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чӑваш халӑхне унта кӑларакан И. Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитет. Как паллӑ кун эпир кашни ҫулах Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑватпӑр. Чӗлхе- халӑх культурин чи пысӑк пуянлӑхӗ, чӗре еткерӗ, пирӗн ӑна типтерлӗн сыхласа, упраса, ӑруран ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел куҫарса пымалла.
Асанкасси ял библиотекинче И. Я. Яковлева халалласа " Год педагога и наставника" выставка хатӗрленӗ. Выставкӑра вулакансем чӑваш хал мухтавлӑ ҫыннин Иван Яковлевич Яковлевӑн пултарулӑхӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма пултарчӗҫ.
Шкула ҫӳрекен ачасем хушшинче "Иван Яковлевӑн ача-пӑча калавӗсем тӑрӑх" хыттӑн вулани иртрӗ.
Библиотекарь ачасене чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ, Аслӑ Верентекенӗмӗр, Иван Яковлевич Яковлев пурнӑҫӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Ачасем хавхаланса Яковлев ҫырнӑ калавсене вуларӗҫ, тата Аслӑ Вӗрентекенӗмӗрӗн хавалӗпе паллашрӗҫ.
И. Я. Яковлев халалĕ – ÿсекен ăрăва каланă пехил. Пехил вăл – чăваш çынни хăй вилес умĕн пурлăхне, еткерлĕхне тăванĕсене халалласа хăварни, ытлăх-çитлĕх пурăнма, тĕрĕс-тĕкел ĕмĕтленме, сывлăхлă пулма пиллени. Анчах та И. Я. Яковлев хăйĕн ывăл-хĕрне мар, пĕтĕм чăваш халăхне халал парса хăварнă. Халăхпа халăх, çынпа çын тан пулмалла, вĕсен пĕр-пĕринпе хирĕçмесĕр пурăнмалла, пĕри теприн умĕнче хăйне асла е мĕскĕне хумалла мар, мĕншĕн тесен вĕсем пурте çынсем. Çавăнпа та çынсен пурин те сăпайлă пулмалла тата пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнмалла. Çак шухăшсене эпир Яковлев чăваш халăхне панă халалĕнче куратпăр. Чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлевăн халалĕнчи шухӑшсем кашни ача чунне, чĕрине пырса тивессе шанас килет.
14:55
МБУК "Централизованная библиотечная система" Шемуршинского муниципального округа Чувашской Республики