Перелистаем стихами календарь... (Малобуяновская с/б)

Перелистаем стихами календарь...

Василий Шыхранов

Пĕркенет ылтăн тутăр шур хурăн,

Çулçине хĕретет вĕрене.

Куç тулли,ытарми савнă вырӑн

Илĕртет,йăпатать чĕрене.<... >

Кĕркунне çулсерен килейсен те

Тин анчах курнă пек туйăнать.

Çак самант питĕ хăвăрт иртсен те

Пурпĕрех чĕрене ачашлать!


Петр Хузангай

 

Ман ҫук юратнӑ вӑхӑтӑм:

Хӗлле, ҫулла е кӗркунне —

Пурне те эп тав тӑвӑттӑм, —

Хастарлӑх кӳтӗр ҫын чунне.

Тӑман, хӗвел, йӗпе-сапа —

Пӗрне те ман ӳпкевӗм ҫук.

Мӗскер ҫитмест мана ку чух?

Санпа пуласчӗ ман. Санпа.

#осень 



24 сентября 2023
12:43

МБУК "Централизованная библиотечная система" Шемуршинского муниципального округа Чувашской Республики

Поделиться