Улах ларни (Трехизб-Шемуршинская с/б)

Улах ларни
Улах ларма çурла уйăхĕн 20 мĕшĕсенче, сăпас вăхăтĕнче, тытăннă.Кашни урамарах темиçе килĕре улах ларнă. Хĕрсем укçалла хваттер тытнă. Улах çуртне тирпейлесе çуса тасатнă. " Чĕпкуç» валли краççынне укçалла илнĕ. Улах ларнă чухне алă ĕçĕ тунă : чăлха нуски çыхнă, тĕрĕ терленĕ, кĕнчелепе çăм арланă, юрланă, ташланă. Тепĕр урамрисем, ют ялсем улах ларнине курма пынă. Улах юпа уйăхĕн çуриччен пынă. Улах пĕтес умĕн улах сăри валли хĕрсем хăна йышăннă. Хăналлă пулсан пĕр – пĕрне « тусăм» тенĕ. Улахра хĕрсем тухъя тăханман,пуçĕсене хĕрле тутăр çыхнă.
Улах сăри
Кĕрхи ратитĕль каçран пусласа улах сăри тунă. Кашни хĕрĕн хăйĕн хĕр – юлташĕ « хăна» пулнă. Хăнана чĕнекен хĕрсем тухъя тăханнă, хăнисем- тухъя çине калпак тăхăннă.Хуçисем- хĕрсем ура çинче тăнă. Хăнисене сĕтел хушшине лартнă.
Улах ларма хĕрсем хваттер укçалла тытнă, краççынне илнĕ. Вăйçине те укçалла тытнă.Хăна хĕрсене , курма пыракансене сăрапа сайланă. Виçшер парă хĕр пĕрле çÿренĕ.Кăнтарла пĕр- пĕрин патĕнче ханаланнă. Каçхи çичĕ сехет тĕлне улах сăри тума пуçтарăннă. Хĕрсемпе каччăсем юрланă, ташланă.Çутăласпа килĕсене саланнă.
( Герасимова Елизавета Евдокимовнаран çырса илнĕ)
16:33
МБУК "Централизованная библиотечная система" Шемуршинского муниципального округа Чувашской Республики