Культура ĕҫченĕсем «Светтуй Татиана е студентсен кунĕ» йыту – хурав вăйă ирттерчĕҫ (Большебуяновская с/б)

Январĕн 25-мĕшĕ – Раҫҫей студенчĕсен кунĕ. Ҫавăн пекех ăна Татьяна кунĕ те теҫҫӗ. Мĕншĕн тесен шăпах ҫав кун тĕне ĕненекенсем ҫветтуй Татианăна - Римра кун ҫути курнă хĕре, Христос вĕрентĕвне ҫирĕп тытса пынăскере, хăйне темĕнле асаплантарсан та унран сивĕнме килĕшменскере – асăнаҫҫӗ. Ҫав ҫветтуй студентсен хӳтĕлевҫи шутланать.
Студент пурнăҫĕ питĕ кăсăклă та асра юлакан кунсем. Тин ҫеҫ ашшĕ-амăшĕн хӳттинчен тухнă ҫамрăксем хăйсем тĕллĕн пурăнма хăнăхса пыраҫҫĕ. Ҫак тапхăрта вĕсем тĕрлĕ йывăрлăхсене ҫĕнтерме вĕренеҫҫӗ.
Студентсен кун-ҫулĕпе тĕплĕнрех паллаштарас тесе ҫак кун Васанти культура ĕҫченĕсем «Светтуй Татиана е студентсен кунӗ» йыту – хурав вӑйӑ ирттерчĕҫ. Унта паянхи аслă класра ăс пухакансем: пулас аслă шкулсен вĕренекенĕсем хаваспах хутшăнчĕҫ. Йĕркеленĕ мероприяти тĕрлĕ интереслĕ конкурс-викторинӑсемпе пуян пулчĕ. Малтанах уявӑн историпе паллашрӗҫ. Унсăр пуҫне вӗренуре тата общежитинчи хаваслă пурнăҫ еплерех пулнине те пĕлчĕҫ.
Вăйăсем хыҫҫăн кашни пулас студент хăй ăҫта вĕренме каяссине, чăн-чăн студентăн еплерех пулмаллине хăйсен шухăшĕ витĕр пĕлтерчĕҫ. Паянхи шкул ачисене культурлӑ ӗҫченӗсем хӑйсен студент пурнӑҫӗ пирки, ют хуласенче, аудиторири сак хушшинчи кун-ҫул ҫинчен тĕплĕнрех каласа пачӗҫ.
Мероприяти пуриншĕн те усăллă пулнине палăртрĕҫ.
12:56
МБУК "Централизованная библиотечная система" Шемуршинского муниципального округа Чувашской Республики