Никандр Сергеевичпа Александра Васильевна Кузьминсен çемйи çинчен (Трехизб-Шемуршинская с/б)

Никандр Сергеевичпа Александра Васильевна Кузьминсен çемйи çинчен (Трехизб-Шемуршинская с/б)

Сăмахăм манăн Виçпÿрт- Шăмаршă ялĕнчи Никандр Сергеевичпа Александра Васильевна Кузьминсен çемйи çинчен.

Никандр Сергеевич 1918 мĕш çулта çуралнă, ялти ытти ачасем пекех çитĕннĕ.1942 мĕш çулта Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса каять, çапăçури паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ. Фашистла Германие çĕнтернĕ хыççăн яппунсене хирĕç çапăçма та тивет унăн.

Тăван яла 1945 мĕш çулхи октябрьте тин таврăнать çĕнтерÿçĕ офицер Никандр Сергеевич.
27 çулхи фронтовик Куршанкă хĕрĕпе пĕрлешсе çемье çавăрать.Санькка тесе чĕннĕ çĕнĕ çынна. Çамрăксем тăван «Правда» колхозра вăй хураççĕ, çемйере йыш хутшăнма пуçлать. Вунпĕр ача çуратса ÿстереççĕ Кузьминсем: 7 ывăл та 4 хĕр.

Тăватă ывăлĕ тăван ялтах тĕпленнĕ- вĕсене çурт лартса уйăрса каларнă.Ыттисем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтессинче пурăнаççĕ.

Санька аппа тесе чĕнетчĕç Никандр Сергеевичăн арăмне.Эпĕ вĕсен умĕнчен ялан ĕçе иртсе çуретĕп, Санька аппана лайăх астăватăп.

Вĕсен умĕнче ялан ача- пăча чупатчĕ: хăшĕ вылять, хăшĕ кÿмере выртать, хăшĕ Санька аппан чĕрки çинче…

Тĕленеттĕм: хăй 11 ача çуратса ÿстернĕ, асанне- кукамай пулсан та аллинчен пĕчĕк ача каймасть. Мĕнле вăй- хал çитернĕ- ши? Ялти 14 мăнукĕ çитĕннĕ- вĕсен садикĕ асламăше патĕнче пулнă. «Асанне пĕрре пĕçернĕ чух кăмакара 17 буханка çăкăр пĕçĕречтĕ » - аса илсе каласа параççĕ мăнукĕсем.

Кузьминсен пурĕ 30 мăнук, 37 кĕçĕн мăнук, кĕçен мăнукĕн тата 2 ача . Кинĕсем те Санька аппана хывнă, Володя арамĕ –Рая- 7 – хĕр çуратса ÿстернĕ.

Санькка аппа инкубаторпа хурт чĕпписем кăларатчĕ, 50-60 хур какалатчĕç вĕсен умĕнче. Тата вĕлле хурчĕсем усратчĕç.Ялти 4 ывăлĕ те ашшĕпе амăшĕ пекех хурт ăстисем.
Эпир Санькка аппана ырăпа кăна аса илетпĕр. Виçпÿрт ялĕнче çакăн пек хастар та маттур хĕрарăм пурăннăшăн мухтанатпăр.



19 февраля 2024
16:19

МБУК "Централизованная библиотечная система" Шемуршинского муниципального округа Чувашской Республики

Поделиться