Тăван чĕлхе -Чăваш чĕлхи (Бичурга-Баишевская с/б)

Тăван чĕлхе -Чăваш чĕлхи (Бичурга-Баишевская с/б)

Раҫҫейре темиҫе тӗрлӗ халӑх пурӑнать. Вӗсен кашнин хӑйӗн чӗлхи пур.Пирӗн вара тӑван чӗлхе-чӑваш чӗлхи. Мӗншӗн тесен чӑваш чӗлхипе пирӗн атте-анне, асатте-асаннесем калаҫаҫҫе. Вӗсем пирӗнпе мӗн пӗчӗкренех чӑвашла калаҫнӑ, сӑпка юррисем юрланӑ.

Пирӗн чаваш чӗлхине хисеплемелле, ӑна пӗтермелле мар, унпа таса калаҫмалла.Тӑван чӗлхене лайӑх пӗлсен-ытти чӗлхене те вӗренме ҫӑмӑлрах теҫҫӗ.Тӑван халӑха ҫутта кӑларакан И.Я. Яковлев та «Тӑван чӗлхесӗр пӗлӳ ҫук», - тесе ахальтен каламан.

#ТӑванЧӗлхеЧӑвашЧӗлхи



21 февраля 2024
17:31

МБУК "Централизованная библиотечная система" Шемуршинского муниципального округа Чувашской Республики

Поделиться