«Тăван чĕлхе - пирĕн пуянлăх» пĕлÿ калейдоскоп (Асановская с/б)

«Тăван чĕлхе - пирĕн пуянлăх» пĕлÿ калейдоскоп (Асановская с/б)

Ан тиркесем чӗлхемӗре,

Ан хӑй ӑна начар теме, -

Унпа сана аннӳ ӳстернӗ,

Юрла-юрла хуллен сиктернӗ.

Савар, мухтар чӗлхемӗрӗ.

Ялан усрар чыс-хисепре, -

Эпир унпа ӗҫе вӗреннӗ,

Чӑн тӳпене ҫити ҫӗкленнӗ.

Упрар тӑван чӗлхемӗре-

Чун-чӗрери хӗлхемӗре, -

Эпир ӑна ялан ӗненнӗ.

Чӑваш ятне ҫӳле ҫӗкленӗ.

Тӑван чӗлхемӗр – пирӗн истори, пирӗн эткерлӗх, пирӗн пуласлӑхӑн малашлӑхӗ.

Паян Асанкасси ялӗн библиотекинче, Тӑван чӗлхе кунӗнче, «Тӑван чӗлхе -пирӗн пуянлӑх» пӗлӳ калейдоскоп иртрӗ.

Мероприятие чӑваша ҫутта кӑларакан ҫинчен калаҫупа пуҫланчӗ. Ертсе пыракан ачасене Иван Яковлевич Яковлев чӑваш ҫырулӑхне йӗркелес тата чӑваш чӗлхине аталантарас тӗлӗшпе пысӑк вырӑн йышӑнни, вӗсене чӑваш ачисен хута вӗрентме "Букварь" туса хуни ҫинчен каласа пачӗ. Малалла  ачасем онлайн-вӑйӑри ыйтусем ҫине хуравларӗҫ.

Мероприяти вӗҫӗнче библиотекарь ачасене хӑйсен тӑван- чӑваш чӗлхине юратма, упрама, тӗрӗс те илемлӗ калаҫма сунса ӑсатса ячӗ.

#ЭпӗТӑванЧӗлхепеКалаҫатӑп
#ЭпӗЧӑвашлаКалаҫатӑп



21 февраля 2024
17:38

МБУК "Централизованная библиотечная система" Шемуршинского муниципального округа Чувашской Республики

Поделиться