Шăмăршăри тĕп библиотекăра З. Свеклова-Ырпин «Тăван чĕлхе сипечĕ» кĕнекен хаклавĕ иртрĕ

Шăмăршăри тĕп библиотекăра З. Свеклова-Ырпин «Тăван чĕлхе сипечĕ» кĕнекен хаклавĕ иртрĕ

Тăван чĕлхе, чăваш  чĕлхи!

Пур чĕлхерен эс – чи пахи!..

З. Свеклова-Ырпи – вырăнти сăвăçă, Владимир Бараев ячĕллĕ преми  лауреачĕ, ЧР  тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Раççей  Журналистсен Союзĕн членĕ. Зинаида Свеклован «Тăван сăмах сипечĕ» кĕнекин презентацине Шăмăршă муниципалитет округĕн централизациленĕ библиотека системин ĕçченĕсем, чăваш чĕлхине вĕрентекенĕсем, районти «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсемпе пичет ветеранĕсем, округри таврапĕлӳçĕсем, авторăн тус-юлташĕсем пуçтарăнчĕç.

Зинаида Ивановнан маларах икĕ кĕнеки кун çути курнă: «Чĕре сасси», «Атте-аннеçĕм пиллĕхне çухатмăп ĕмĕрне». Нумаях пулмасть «Тăван сăмах сипечĕ» ятпа виççĕмĕш  кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Автор çак кĕнекене чун-чĕре ăшшипе шăранса тухнã сãвã-калав, очерк-статья, аса-илӳпе сунãм пуххи кĕртнĕ.

Халăхăмăрăн чи пуян еткерлĕхĕ – тăван чĕлхе. Чи малтанах автор çĕнĕ кĕнекепе электронлă верси урлă паллаштарчĕ, кĕнекери сăввисене, очеркĕсене вуласа пачĕ.  Унтан хăнасене кĕнекесене парнелесе тухрĕ. Зинаида Ырпине  çĕнĕ кĕнеке тухнă ятпа пурте саламларĕç, тав сăмахĕсем каларĕç. Вĕсем хушшинче: Чăваш енри таврапĕлӳçĕсен Шăмăршă округĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Зоя Васильевна Головинская, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, районти «Шăмăршă хыпарĕ» хаçата кăларас ĕçе çур ĕмĕрне халалланă пичет ветеранĕ, хаçат редакторĕ Иван Михайлович Саландаев, пичет ĕçĕн ветеранĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Петр Иванович Фомин, районти «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ Наталия Николаевна Ильина, Шăмăршă округĕн централизациленĕ библиотека системин ĕртӳçи Ираида Михайловна Тимофеева, «Чăваш наци» конгресĕн Шăмăршă округĕнчи уйрăмĕн председателĕ Александр Иванович Сатеев, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, тус-юлташĕсем.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Виçпӳрт шăпчăкĕ Елена Муравьевăпа Карапай-Шăмăршă хастарĕ, чăваш юрри-кĕввине сараканĕ, юрăç тата купăсçă Николай Сидоров çак уява хăйсен пултарулăхĕпе илем кӳчĕç. Пуянкассинчи Валентина Андреева ылтăн аллисем ăсталанă ĕçĕсем, вăл шăрçаланă сăвă йĕркисем мероприятине илемлетрĕç.

«Тăван сăмах сипечĕ» - чăвашлăха хаклама-упрама, ăрусен çыхăнăвне  тытса пыма, пурнăçра хамăр çинчен ырă ят хăварма чĕнекен кĕнеке. Хайлавсене вуласа кашниех тăван чĕлхен ытарайми илемĕпе пуянлăхне туйтăр, сăмах хăвачĕпе çунатлантăр, пурнăçри тĕслĕхсенчен ырă ăс илтĕр. Шăпах çакăнта пулĕ тăван сăмах пĕлтерĕшĕ, унăн сипечĕ! Тăван сăмах сипечĕ кашнин чуне сиплетĕр…



27 сентября 2024
16:03

МБУК "Централизованная библиотечная система" Шемуршинского муниципального округа Чувашской Республики

Поделиться