Ваттисен кунне паллӑ тума тивӗҫлӗ канурисем ялти библиотекӑна пуҫтарӑнчӗҫ (Трехизб-Шемуршинская с/б)

Ваттисен кунне паллӑ тума тивӗҫлӗ канурисем ялти библиотекӑна пуҫтарӑнчӗҫ (Трехизб-Шемуршинская с/б)

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Виҫпӳрт- Шӑмӑршӑра ваттисен кунне паллӑ тума тивӗҫлӗ канурисем ялти библиотекӑна пуҫтарӑнчӗҫ.
Хальхинче тӗлпулӑва вӑрҫӑ ачисене халалларӑмӑр. Библиотекарь Лидия Егорова чӑн малтан пуҫтарӑннисене уяв ячӗпе саламларӗ: ырлӑх, сывлӑх, сумлӑ та хисеплӗ ватлӑх сунчӗ.
Малалла калаҫу вара аса илӳсемпе тӑсӑлчӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тылра ачасем, хӗрарӑмсем, ватӑсем фронта пулӑшас тесе ырми- канми ӗҫлени,паттӑрлӑх кӑтартни ҫинчен калаҫу пычӗ.
Библиотекӑра пуҫтарса пынӑ альбомсемпе паллашрӗҫ. Паллах куҫҫуль тухмасӑр та пулмарӗ.Ачасене, мӑнуксене ҫак паттӑрлӑх ҫинчен каласа памалла тесе шутларӗҫ.
Пуҫтарӑннисем кашниех тутлӑ кукӑль, икӗрчӗ тата темтепӗр пӗҫерсе килнӗ.
Уява тата хамӑр ялӑн пӗчӗк хӗрӗсем
хӑйсен илемлӗ ташшисемпе илем кӳчӗҫ. Куншӑн пуҫтарӑннисем питӗ хытӑ савӑнчӗҫ.
Сӗтель хушшинче пылак чейпе сайланса илемлӗ юрӑсем юрланипе уяв вӗҫленчӗ.



02 октября 2024
11:59

МБУК "Централизованная библиотечная система" Шемуршинского муниципального округа Чувашской Республики

Поделиться