«Zа Победу! Çĕнтерÿшĕн!» ятлă сăвăсен пуххипе паллашма сенетĕп (Трехизб-Шемуршинская с/б)

Туссем, сире «Zа Победу! Çĕнтерÿшĕн!» ятлă сăвăсен пуххипе паллашма сенетĕп.
Пухса хатĕрлекенĕсем Галина Антоновăпа (литературăри псевдонимĕ ‒ Галина Матвеева) Светлана Гордеева.
Кĕнекене ятарлă çар операцине хутшăнакансене халалланă, çавăнпа салтак кĕсйине кĕмелле пĕчĕк форматпа хатĕрленĕ. Унта вырăсла тата чăвашла çыракан 40 ытла автор сăвви кĕнĕ. Çав шутра пĕртен-пĕр мăнукне паянхи вут-çулăмра çухатнă Юрий Сементер, ывăлĕсене çар операцийĕнчен кĕтекен Галина Кĕмĕл, Александр Ильин, шăллĕн шăпишĕн пăшăрханса тăракан Владислав Николаев, юлташĕсемпе пĕлĕшĕсене çара ăсатнă Валерий Голевпа Валентина Белова, Людмила Исаевăпа Лидия Кубашина тата ытти çыравçăсен произведенийĕсем пичетленнĕ.
Чуна хускатакан сăвăсем тем чухлех ку кĕнекере. Донецкра пурăнакан Анна Ревякинăн, çар операцине хутшăнакан Сергей Лобановăн, Луганск Халăх Республикине хÿтĕлесе вилнĕ Алексей Мозговойăн чăвашла куçарнă сăввисемпе те паллашма пулать.
Çĕнĕ кĕнекен умсăмахне Раççейри писательсен союзĕн (СПР) председателĕ Николай Иванов вырăсла, нумай çул каялла çар хĕсметĕнчен капитан пакунĕпе таврăннă Юрий Сементер чăвашла çырнă. Иккĕшĕ те пĕр шухăшах çирĕплетеççĕ: «Писательсем нихăçан та халăхран, çĕршывран уйрăм пулман. Ятарлă çар операцине хутшăнакансем, эпир сирĕнпе пĕрле! Çĕнтеретпĕрех!»
Писательсем çĕнĕ кĕнекене ентеш салтаксем патне çитерме ĕмĕтленеççĕ иккен.
Туссем, сире библиотекăна чĕнетпĕр çак кĕнекепе паллашма.
15:13
МБУК "Централизованная библиотечная система" Шемуршинского муниципального округа Чувашской Республики