Вăрçă вăхăтĕнчи Виçпÿрт-Шăмăршăри ял пурнăçĕ çинчен Бородов Александр Николаевич асаилĕвĕ (Трёхизб-Шемуршинская с/б)

Вăрçă вăхăтĕнчи Виçпÿрт-Шăмăршăри ял пурнăçĕ çинчен Бородов Александр Николаевич асаилĕвĕ (Трёхизб-Шемуршинская с/б)

Туссем , кăçал 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕр- шывăн Аслă Вăрçинче фашистла Германине çапса аркатни 80 çул пулать. Сире вăрçă вăхăтĕнчи Виçпÿрт- Шăмăршăри ял пурнăçĕпе паллаштарасшăн. Малтанах вăрçă пуçланнă кун 1941ç. июнĕн 22 мĕшĕ. Асаилÿсем…

Бородов Александр Николаевич асаилĕвĕ:
« Эпĕ 1918 çулта Виçпÿрт- Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Шкулта учитель пулса 1937 çулта ĕçлеме пуçларăм. Малтанах Çĕнĕ Чукалта, унтан Карабай- Шăмăршăра. Вăрçă пуçланнă кун эпĕ вăрман варринче ларакан Муллиная поселокра пулнă.Унта ачасен канмалли лагереччĕ. Кăнтăрла тĕлне трибуна çинчен вăрман пункчĕн начальникĕ калаçрĕ. Вăл фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине сĕмсĕррĕн тапăнни çинчен пĕлтерчĕ.Çав кунах ашшĕ- амăшĕсем ачисене килĕсене илсе кайрĕç. Пĕр- ик кунран лагерь ĕçлеме пăрахрĕ.
Эпир те килсене таврăнтăмăр.
1941 мĕш çулта Виçпÿрт шкулĕнче директор пулса ĕçлеме тытăнтăм.Чи йывăр çулсенче, виçĕ çул ĕçлерĕм çак яваплă должностьра».



13 февраля 2025
13:44

МБУК "Централизованная библиотечная система" Шемуршинского муниципального округа Чувашской Республики

Поделиться