1941 çулхи июнĕн 22 мĕшĕ - вăрçă пуçланнă кун çинчен Поликарпова Ольга Афанасьевна асаилĕвĕ (Трёхизб-Шемуршинская с/б)

Туссем, 1941 çулхи июнĕн 22 мĕшĕ - вăрçă пуçланнă кун çинчен асаилÿсемпе малалла паллаштаратпăр.
Поликарпова Ольга Афанасьевна асаилĕвĕнчен:
"Эпĕ, çамрăк учительница, 1940 çулта Виçпÿрт шкулне ĕçлеме килнĕ. Пĕр çул ĕçлесен 1941 çулта июньте Шупашкара усовершенствовани курсне ячĕç.Июнĕн 22 – мĕшĕнче 3 урок иртсен вăрçă пуçланни çинчен пĕлтерчĕç. Урăх уроксем пулмарĕç. Хĕрлĕ площаде Молотов сăмахне итлеме кайрăмăр. Курс саланаса кайрĕ. Киле таврăнтăмăр. Шупашкартан Канаша поездпа килтĕмĕр.
Вăрçă мĕнле хăрушши палăрчĕ. Канашра фронта ăсатаççĕ:йĕреççĕ, юрлакансем, ташлакансем те пур…
Ун чухне вăрçă нумая пырасса шутламанччĕ, тăватă çула тăсăлчĕ вăрçă".
13:54
МБУК "Централизованная библиотечная система" Шемуршинского муниципального округа Чувашской Республики