Вăрçă пуçланнă кун çинчен Ульянов Николай Яковлевич асаилĕве (Трехизб-Шемуршинская с/б)

Вăрçă пуçланнă кун çинчен Ульянов Николай Яковлевич асаилĕве (Трехизб-Шемуршинская с/б)

Вăрçă пуçланнă кун çинчен асаилÿсемпе малалла паллашатпăр.

Ульянов Николай Яковлевич( 1926 ç.) асаилĕве:

Эпĕ ун чух Виçпÿрт поселокĕнчен лашапа киле таврăннă чухне Кивĕ Шăмăршăра вăрçă пуçланнине илтрĕм. Мана Якур кукка каларĕ: "вăрçă ирхи 4 сехетре июнĕн 22 мĕшĕнче пуçланнă. Нимĕç самолочĕсем 4 хула çине бомба пăрахнă».Эпĕ ун чухне çамрăк пулнă- ха.
Колхозра ĕçлеттĕмĕр. Тырă вырса çапнă чухне пĕр канми ир те каç та ĕçлеттĕмĕр. Вăй питти çынсем çитменнипе тырăсене пурпĕрех пуçтарса кĕртеймерĕмер: хире нумай юлчĕ. Унтан октябрь уйăхĕнче Улатăра окоп чавма илсе кайрĕç.Малтанласа çанталёк йĕпе тăчĕ, унтан вара сивĕтсе кайрĕ. 1942 çул таранччен колхозра ĕçлерĕмĕр. Кайран мана фронт вали урапасем тунă çĕре ячĕç.1943 çулхине апат- çимĕç начар пулнипе улма турттарма вăрман урлă çÿреттĕмĕр. Çавăнта çÿренĕ чух манăн ĕçрен юлмалла пулчĕ.Çавăншён мана 4 уйăха тĕрмене хупрĕç.
Тĕрмерен тухсан икĕ кунтан вăрçа кайрăм. Мана вăрçăра Ил-2 самолетсем патĕнче ĕçлеме лекрĕ.Ун çинче мастер- вооруженец пулса ĕçлеттĕм. 1944 çулта Польша территоринче аэродромра самолетсем ремонт тунă чух снаряд килсе лекрĕ гаража.Çавăн чух мана амантрĕç тата контузи пулчĕ. Пĕр уйăх госпитальте выртрăм. Унтан лечебный батальона ячĕç. Лечебный батальонра мана врачсен комиссийĕ строя негоден тесе свидетельство пачĕç. Унтан запасной полка ăсатрĕç. Запасной полкран граница сыхланă çĕре лекрĕм. Границăра çулталăк çурă бандеровецсемпе çапăçнă хыççăн 1947 çулхи сентябрь уйăхĕнче киле таврăнтăм. Çакăнпа ман салтак нуши пĕтрĕ.



20 февраля 2025
17:46

МБУК "Централизованная библиотечная система" Шемуршинского муниципального округа Чувашской Республики

Поделиться