Поликарпова Ольга Афанасьевнăн вăрçă вăхăтĕнчи асаилĕвĕсем (Трехизб-Шемуршинская с/б)

Туссем, сире вăрçă çулĕсем çинчен аса илнисемпе малалла паллаштаратппăр. Поликарпова Ольга Афанасьевна асаилĕвĕ.
"Ял советне хутсем килсех тăратчĕç: ĕçлеме ямалла .Пăвапа Хусан хушшинчи çула тума çынсене ямалла. Вара эпир виçĕ учительница
( Ермилова Е.А., Николаева К.Т. , эпĕ) тата эвакуаципе килнĕ виçĕ хĕр ( Ермак Мария – кайран Шăмăршăра пурăннă, Ладес Тамара ,Темляк Елена тата ял хĕрĕсем1926-27 çулта çуралнисем пĕр бригада пулса кайрăмăр. Июнь уйăхĕ питĕ шăрăх, çырма шывне ĕçеттĕмĕр. Çырми тарăн, çав тарăн çырмаран тачкăпа чул çÿле хăпартмалла.Чулне арçынсем толпа сирпĕтетчĕç. Эпир çав чула хăпартса штабель тăваттăмăр. Тата çĕрле эпир кайсан чула вăрлатчĕç, питĕ тарăхаттăмăр.
Елчĕк районĕнчи Патреккел ятлă ялта вырнаçнăччĕ эпир. Ĕçме- çиме черетпе хамăр хатĕрлеттĕмĕр. Çапла пĕр уйăх ĕçлерĕмĕр".
15:11
МБУК "Централизованная библиотечная система" Шемуршинского муниципального округа Чувашской Республики