Ял библиотекинче Владимир Васильевич Бараев поэт- фронтовик çуралнăранпа 115 çулне паллă туса « Хурçăран та çирĕп пулнă»поэзи кунĕ иртрĕ (Трёхизб-Шемуршинская с/б)

Ял библиотекинче Владимир Васильевич Бараев поэт- фронтовик çуралнăранпа 115 çулне паллă туса « Хурçăран та çирĕп пулнă»поэзи кунĕ иртрĕ (Трёхизб-Шемуршинская с/б)

Ял библиотекинче Владимир Васильевич Бараев поэт- фронтовик çуралнăранпа 115 çулне паллă туса « Хурçăран та çирĕп пулнă»поэзи кунĕ иртрĕ.Çак паллă куна Шăмăршари таврапĕлÿçĕсен ертÿçи Головинская Зоя Васильевна, « Шăмаршă хыпарĕ" редакцинче вăй хуракан Свеклова Зинаида Ивановна, ял-йыш тата « Пилеш» ача садĕнчи шарарлансем пуçтарăнчĕç
Владимир Бараев- иртнĕ вăрçăра Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхшăн , пулас ăрусен телейлĕ кунçулĕшĕн ирсĕр тăшмана хирĕç хаяррăн çапăçса пуç хунă паттăрсенчен пĕри.
Вунă çула яхăн çеç ĕçлеме ĕлкĕрнĕ вăл литературăра.Çапах та унăн этем хăватне мухтаса çырнă сăвви- юррисем тăван халăх хушшинче халĕ те илемлĕн янăраççĕ.
Çутă та илемлĕ пулнă унăн ĕмĕчĕсем.Чаплă юрă- сăвă çырас шухăшлă пулнă.
Анчах ĕмĕте пĕтемпех пурнăçлайман поэтăмăр.1942 çулхи ноябрĕн 22- мĕшĕнче Сталинград хули патĕнче пĕр хаяр çапăçура аманса 32 çулхи çулăмлă сăвăç- Владимир Бараев – лейтенант паттăрла вилет.
Çулăмлă поэт сăввисене вуланине итлесекенсем куççÿленчĕç, пирĕн ялта çăкăн пекпоэт, Тăван çĕршыва чĕререн юратакан çын çуралнăшан савăнчĕç те мăнаçланчĕç те.

#ЯрковЧувашии
#Шемуршинскиймо



09 декабря 2025
15:50

МБУК "Централизованная библиотечная система" Шемуршинского муниципального округа Чувашской Республики

Поделиться