Ĕлĕкхи йăла йĕркесене аса илнĕ (Трёхизб-Шемуршинская с/б)

Ĕлĕкхи йăла йĕркесене аса илнĕ (Трёхизб-Шемуршинская с/б)

Хĕллехи вăхăтра хресченĕн пысăк уявсем те пулнă.Раштавра Христос çуралнине паллă тунă.Чăвашсен çĕнĕ çула кĕтни те хăйне майлă.
Январĕн 14 мĕшĕнче кивĕлле çĕнĕ çул каçĕ пухăнса юмăç пăхнă. Çав çĕнĕ сул каçех йăва пĕçернĕ.Пăрçа , хĕвел çаврăнăш ăшаланă.Хĕрсемпе каччăсем пуçтарăнса пĕр- пĕр килте вăйăсем вылянă, юмăç пăхнă, сурăх ури тытнă.
Юмăçне тĕрлĕрен пăхнă. Акă сăмахран, пĕри- чара чашкă çине шыв янă, çав шыв çине кăмрăк татăкĕ пăрахнă.Чара чашкă хĕррипе пĕр енне укçа , тепĕр енне çăкăр,кĕл хунă. Аллине шыва чиксе кăмрăкне çавăрнă. Кăмрăк ăçта чарăнать , кăçал çĕнĕ çул çавăн пек пулать тенĕ.
Эпир те библиотекăра ĕлĕкхи йăла йĕркесене аса илсе юмăç пăхас терĕмĕр, тутлă йăвапа чей ĕçес терĕмĕр.

https://vk.com/video467436448_456239059

#ГодЕдинстваНародовРоссии
#ЯрковЧувашии
#СтарыйНовыйГод



15 января 2026
17:37

МБУК "Централизованная библиотечная система" Шемуршинского муниципального округа Чувашской Республики

Поделиться