Виçпÿрт-Шăмăршă ялĕнче тĕлĕнмелле ăста алăллă çынсем пулнă, халĕ те пур (Трёхизб-Шемуршинская с/б)
Виçпÿрт- Шăмăршă ялĕнче тĕлĕнмелле ăста алăллă çынсем пулнă, халĕ те пур. Çавсем çинчен пĕлес тесе тата ăстасен ячĕсене упраса хăварас тесе ял библиотекинче проект çырма пуçланă.
Ваттисенче ыйтса , тĕпчесе акă мĕн пĕлтĕмĕр. Пирĕн ялта хăй аллипе йывăçран велосипед ăсталакан çынсем пулнă иккен.Халь сире вĕсем çинчен пĕлтересшĕн.
Çирĕммĕш ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче çынсем велосипедсемпе çÿреме пуçланă. Ăна туянма хаклă пулнă. Ял халăхĕн ун валли паллах укçа пулман . Пирĕн ял çынни, хальхи Бараев урамĕнче пурăннă, Яковлев Иван Григорьевич 1937-1939 çулсенче хăй аллипе йывăçран велосипед ăсталаса тунă . Унпа вăл Шăмăрша типографине ĕçе çÿренĕ.Аслă ăрури и çынсем аса илнĕ тарăх: йывăç велосипедпа вăл Шăмăрша типографине ĕçе çÿренĕ. Шел, Аслă Аттелĕх вăрçиче Иван Григорьевич 1942 çулта Смоленск облаçĕнче фашистсемпе çапăçса пуçне хунă.
Тата тепĕр ăста та хăй аллипе велосипед тунă. Вăл Мульдияров Велюш Каримович.Аслă Аттелĕх вăрçинче Смоленск хули патĕнче çапăçура питĕ йывăр аманать, хăрах урине çухатать. Киле 1943 çулта таврăнать. Ури валли протез ăсталаса колхозра мĕн вăй çитнĕ таран плотник, слесарь,арман авăртакан, кĕленче лартакан пулса ĕçленĕ.
Тĕлĕнмелле , епле ăсталаса тума пултарнă ха вĕсем çакăн пек кăткăс япала. Ĕç инструменчĕсем те хальхи пек пулман вĕт ха.
15:30
МБУК "Централизованная библиотечная система" Шемуршинского муниципального округа Чувашской Республики