Участие в муниципальном конкурсе на лучшую информацию о библиотеке "МОЯ БИБЛИОТЕКА: взгляд профессионала" (Асановская с/б)

Участие в муниципальном конкурсе на лучшую информацию о библиотеке "МОЯ БИБЛИОТЕКА: взгляд профессионала" (Асановская с/б)

#ДеньБиблиотекШемурша

Муниципальный конкурс на лучшую информацию о библиотеке "МОЯ БИБЛИОТЕКА: взгляд профессионала"

Номинация -"Личность"(очерк о библиотекаре)

Предлагаю Вашему вниманию статью:

"Библиотека ветеранӗ"

Фанфарсемпе кӗмсӗртеттермен, софитсемпе йӑлтӑртатман профессисем те нумай ҫӗр ҫинче, анчах шӑпах ҫак профессисем тӗнчене  пӗлӳпе ырӑлӑха юнашар тӑратаҫҫӗ, иртнипе малашлӑха тачӑ ҫыхӑнтараҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри-ялти библиотекарь. Библиотекарь Кунӗ умӗн эпир кӗнекесем ӗҫ кӑна мар, шӑпа пулса тӑнӑ ҫын ҫинчен каласа парасшӑн. Пирӗн ветеран ҫинчен, унӑн ячӗ ялти кашни ҫынна паллӑ. Людмила Васильевна — лӑпкӑ паттӑрлӑхӑн чӗрӗ легенди. Унӑн тӗп наградӑсем — грамотӑсем мар, вулакансен ҫунакан куҫӗсем тата ял чӗринчи хӑтлӑ шӑплӑх.

«Ял библиотекине заведующи должноҫне йышӑнас»- тесе ҫырса хунӑ 1976-ҫулта Орлова Людмила Васильевнан ӗҫ кӗнеки ҫине, районти культура пайӗн пуҫлӑхӗ.

Унтанпа  41 ҫул ӗҫленӗ вӑл Асанкасси библиотекинче. Заочный майпа библиотека ӗҫӗн техникумне пӗтернӗ. Вӑл хӑйӗн тивӗҫне кунран-кун, ҫулран-ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ. Вулакансене яланах ӑшшӑн йышӑннӑ, кирлӗ кӗнекесем суйласа илме пулӑшнӑ.

«Вулакансен йышӗ нумаяхчӗ, хӑш-пӗр кӗнекесем алран-алла каятчӗҫ, черетпе вулатчӗҫ. Кӑмӑла кайнӑ кӗнекесем ҫинчен пӗр-пӗринпе сӳтсе яватчӗҫ» - аса илет Людмила Васильевна.

2004-мӗш ҫултанпа моделлӗ никӗс ҫинче ӗҫленӗ май библиотекӑра компьютер технологийӗсемпе анлӑн усӑ курма тытӑннӑ, вулакансен ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтерме тӑрӑшнӑ.

Вӑл ӗҫленӗ вӑхӑтра фондра ҫичӗ пин ытла кӗнеке упраннӑ. Библиотекарь вӗсене тирпейлӗ тытма тӑрӑшнӑ, нумай вуланипӗ ҫӗтӗлнӗ кӗнекесене хутпа клейпа ҫыпӑҫтарнӑ. Кӗнекесен фондне пуянлатса пырассине, ҫӗнӗ тематикӑллӑ выставкӑсене йӗркелессине, вулакансен шутне ӳстӗрсе пырассине вӑл яланах асра тытнӑ.

1978-1980 мӗш ҫулсенче вӑл «Районти пултаруллӑ ҫамрӑк библиотекарь» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. 1987-мӗш ҫулта «Районти чи лайӑх библиотека» ята ҫӗнсе илнӗ.

Вулакансене кӗнекесемпе тивӗҫтернисӗр пуҫне вӗсемпе вулав конференцийӗсем, диспутсем ирттернӗ, кӗнеке куравне йӗркеленӗ.

Ялти клубӑн сцени ҫинче те нумай мероприятисем ирттернӗ: «Атьӑр-ха, каччӑсем», «Атьӑр-ха, хӗрсем», «Пӗрре курсах саврӑм-ши?», «Ҫамрӑк мӑшӑрсем», «Чӑваш пики», «Хуняма», «Ҫамрӑк кинсем».

Ку меропрятисене ял-йыш яланах кӑмӑллӑн йышӑннӑ, куракансем зал тулли пулнӑ.

«Мероприятисем валли сценарисем хамах чӑвашла ҫыраттӑм. Сценарине ял пурнӑҫӗпе ҫыхӑнтарма тӑрӑшнӑ. Сцена ҫинче те хамах йӗртсе пынӑ»- аса илет ветеран.

Ял хушшинчи ӗҫсенчен те юлман Людмила Васильевна. Ҫӗршывӑн халӑх перепиҫӗн виҫӗ компанийӗн ӗҫне хастар хутшӑннӑ. Тӗрлӗ ҫулсенче ӑна «Пилӗкҫуллӑхӑн ҫамрӑк гвардеецӗ», «Вуннӑмӗш пилӗкҫуллӑхӑн ударникӗ», «Пӗтӗм Раҫҫейӗн перепиҫне активлӑ хутшӑннӑшӑн» знакӗсемпе чысланӑ.

Чӑваш Республикин, Раҫҫей Федерацийӗн культура министерствин, Чӑваш Республикин профсоюз обкомӗн, районти культура пайӗн грамотисене, дипломӗсене панӑ. Районти библиотекарьсен ҫулталӑкри ӗҫ итогӗсем тӑрӑх виҫӗ хутчен «Професси енӗпе чи лайӑххи» ята тивӗҫнӗ.

Обществӑллӑ ӗҫсене те хастар хутшӑннӑ Людмила Васильевна. Вӑл ялти хӗрарӑмсен советне вӑтӑр ҫула яхӑн председатель пулса йӗртсе пынӑ.

Шупашкарта иртнӗ Чӑваш Енри хӗрарӑмсен вун тӑваттӑмӗш тата вун пиллӗкмӗш съезчӗсенче хутшӑннӑ, библиотека форумӗнче пулнӑ. Икӗ созыв ӑна ял совет депутатне суйланӑ. Шӑмӑршӑ районӗн энциклопедийӗ валли Асанкасси ял-йышӗн паллӑ ҫынсем ҫинчен веҫех вӑл ҫырса панӑ. 2014- мӗш ҫулта ӑна хисеплӗ «Ӗҫ ветеранӗ» ятне панӑ.

«Эпӗ ҫак специальноҫпа ӗҫленӗшӗн пӗрре те ӳкӗнмен. Библиотекӑра ман умӗн, манӑн аппа ӗҫленӗ. Эпӗ вара унӑн ӗҫне малалла тӑснӑ, ӗҫе юратса ӗҫленӗ. Вулакансен кӑмӑлне кайакан кӗнекесем суйласа илсе пӗлӳ шайне, тавракурӑмне ӳстерме пулӑшнӑшӑн савӑнатӑп»,- тет библиотека ветеранӗ.



21 мая 2026
14:35

МБУК "Централизованная библиотечная система" Шемуршинского муниципального округа Чувашской Республики

Поделиться