Владимир Бараев ячӗпе хисепленекен преми лауреачӗн, вырӑнти поэтӑн, Надежда Чечекпин, кӗнекисен хаклавӗ пулса иртрӗ (Трехизб-Шемуршинская с/б)
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Виҫпӳрт-Шӑмӑршӑ ялӗнче Владимир Бараев ячӗпе хисепленекен преми лауреачӗн, вырӑнти поэтӑн, Надежда Чечекпин, кӗнекисен хаклавӗ пулса иртрӗ.
Эпир нумаях пулмасть авторӑн "Чӗререн тухакан сӑмахсем" сӑвӑсен пуххипе паллашнӑччӗ. Халӗ вара харӑсах виҫӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ: "Ҫурҫӗре ҫитеймен ҫерҫисем", "Тавтограмма тӗнчинче", "Лили лартрӑм лапамра". Ҫак кӗнекесене Чечекпи тавтограмма мелӗпе ҫырнӑ. Юптарусем, витлесе ҫырнӑ сӑвӑсем, калавсем ачасем валли те, усӗмлӗ ҫынсем валли те вуласа пӑхма интереслӗ.
Ҫак кӗнеке хаклавне Надеждан ҫывӑх ҫыннисем, ял-йыш, хӑнасем килсе ҫитрӗҫ. Нумай ырӑ, ӑшӑ сӑмах, хаклӑ сӗнӳсем каларӗҫ автора. Уява вырӑнти артистсем тата хӑнасем илем кӳчӗҫ.
Кӗнекесене литература формине пӑхӑнса, пуян чӗлхепе ҫырнине палӑртса хӑварчӗҫ. Малашне авторӑн хайлавӗсем вӗрентӳ программине кӗрессе те шанса каларӗҫ. Малалла та нумай-нумай чуна пырса тивмелле сӑвӑсем ҫырма сӗнчӗҫ.
Кӗнеке хаклавӗ кашнин чӗринче нумайлӑха асра юлӗ. Надежда Чечекпи литературӑра пысӑк утӑмсем тӑвасса шансах тӑратпӑр.
#ЯркоеЛетоЧувашии
#КультураМалойРодины
15:01
МБУК "Централизованная библиотечная система" Шемуршинского муниципального округа Чувашской Республики